Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Уяв
14 Апрелӗн 2025, 10:00

Профессиллĕ çĕнĕ уяв пулĕ

Пушкăртстанри Патшалăх Пухăвĕн юлашки вулавĕнче апрель уйăхĕ вĕçлениччен професси уявне - Çамрăксен политикин сферинче ĕçлекенсен кунне – çирĕплетесси пирки саккун проектне пăхса тухма палăртаççĕ.

Профессиллĕ çĕнĕ уяв пулĕПрофессиллĕ çĕнĕ уяв пулĕ
Профессиллĕ çĕнĕ уяв пулĕ

Асăннă уява июнь уйăхĕн юлашки кунĕнче Çамрăксен кунĕпе пĕрле палăртасшăн.

Патшалăх Пухăвĕн председателĕ Константин Толкачев каланă тăрăх, уява палăртни асăннă профессие тата çамрăксен политикин пĕлтерĕшне йышăннине  çирĕплетет. Паянхи кун Пушкăртстанра çак сферăра 68 учреждени ĕçлет, вĕсен йышне 179 çамрăксен клубĕсемпе центрсем кĕреççĕ. Муниципаллă çамрăксен центрĕсенче 1500 специалист тăрăшать.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас