

Аса илтерер, 2023 çулта Акатуй Мускаври «Сокольники» паркра иртнĕччĕ. Пĕлтĕр - Халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравĕнче (ВДНХ). Уява 165 пин ытла çын çитсе курнă.
Сăмах май, июль уйăхĕн 5-мĕшĕнче, пĕр кун маларах, Тутарстанра йăлана кĕнĕ Пĕтĕм Раççейри чăвашсен Уявĕ иртет. Çак кунсенче пысăк мероприятие йĕркелессипе чăваш халăх поэчĕн Петĕр Хусанкайăн тăван ялĕнче, Элкел районĕнчи Сиктĕрмере, йĕркелÿ комитечĕн пĕрремĕш ларăвне пухăнса чылай ыйтусене татса панă. Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клеметьев пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи Уяв программи çĕнĕлехсемпе пуян пулмалла.
- Уяв вăл –пĕтĕм халăх уявĕ. Унта пурте пуçтарăнсассăн, пĕтĕм регионсенчен килсессĕн вăл илемлĕрех те анлăрах иртет тесе шутлатпăр. Çавăнпа та пирĕн ĕмĕтсем таса та çутă – çак уяв чăваш халăхне пĕрлештерекен мероприяти пуласса шанса тăратпăр. Пурне те хапăл туса кĕтетпĕр, - тенĕ Тутарстанри чăвашсен наципе культура автономи председателĕн çÿмĕ, йĕркелÿ комитечĕн пайташĕ Константин Малышев.
Юрий СНЕГОПАД.