Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Уяв
15 Майӑн 2025, 08:00

Хамăр поэтăн ячĕпе мăнаçланатпăр

Константин Васильевич Иванов чăваш литература классикĕ çуралнăранпа 135 çул çитнĕ май Пÿшпÿлек районĕнчи Ăхпуç ялĕн библиотекинче  «Санăн ятупа мăнаçланатпăр» вулакансен конференцийĕ иртрĕ.

Хамăр поэтăн ячĕпе мăнаçланатпăрХамăр поэтăн ячĕпе мăнаçланатпăр
Хамăр поэтăн ячĕпе мăнаçланатпăр

Лия Кириллова библиотекарь поэт кун-çулĕ, унăн пултарулăхĕ çинчен тĕплĕ те анлă каласа пачĕ. Çирĕм тăватă çул çеç пурăннă Константин Иванов хăйĕн хыççăн палăрмалли йĕр хăварнă. Пултарулăх кун-çулĕ кĕске пулсан та юмахсем, сăвăсем, балладăсем, трагедисем, çемьере каланă калавсене çырма ĕлкĕрнĕ. Контантин Васильевичăн чи паллă ĕçĕ - «Нарспи» поэма. Ăна тĕнчери нумай чĕлхене куçарнă. Константин Иванов историе вырăс поэчĕсен произведенийĕсен куçаруçи пек те кĕрсе юлнă. Вăл халăха çутта кăларас ĕçре вăй хунă. Чăвашсем валли вырăс азбукипе усă курса букварь хатĕрлес ĕçе хастар хутшăннă. Живопиçпе, фотографипе кăсăкланнă. Константин алă ĕç ăсти пулнă, йывăçпа ĕçлеме кăмăлланă, сĕтел-пукан ăсталанă. Вăл йывăçран пичет машинки те хатĕрленĕ. Халĕ пичет хатĕрĕ Шупашкарти К. В Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче упранать. Константин Иванов чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлевăн чи юратнă вĕренекенĕ пулнă.

Вулавăш ĕçченĕ чăвашсем мĕн ачаран юратакан «Нарспи» поэми çинче чарăнса тăчĕ. Нарспипе Сетнер юратăвне Уильям Шекспирăн (Англири драматург, поэт, актер) «Ромео и Джульетта» драмипе танлаштараççĕ. Çавăн пекех  çак вилĕмсĕр произведение «чăвашсен пурнăçĕн энциклопедийĕ» теççĕ. Шупашкарти К.В. Иванова ячĕллĕ литература музейĕнче «Нарспи» поэмăна 29 чĕлхене куçарнă варианчĕ упранать.

Мероприятие хутшăнакансем асăннă поэмăн сыпăкĕсене вуларĕç. Конференцие пĕтĕмлетсе К. В. Иванова халалланă «Сывă астăвăм вăхăта пăхăнмасть» («Живую память время не сотрет») викторина иртрĕ.

Константин Иванов юбилярăн кун-çулĕпе пултарулăхне çамрăк ăру асра тытни, лайăх пĕлни савăнтарать. Пултаруллă та чаплă поэтăн ячĕ малалла та пархатарлă чăваш йăхĕнче упранĕ.

Лия КИРИЛЛОВА. Пишпÿлек районĕ, Ăхпуç ялĕ.

Хамăр поэтăн ячĕпе мăнаçланатпăр
Хамăр поэтăн ячĕпе мăнаçланатпăр
Хамăр поэтăн ячĕпе мăнаçланатпăр
Хамăр поэтăн ячĕпе мăнаçланатпăр
Хамăр поэтăн ячĕпе мăнаçланатпăр
Хамăр поэтăн ячĕпе мăнаçланатпăр
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас