Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Уяв
15 Майӑн 2025, 13:00

Пушкăртстанра нумай ачаллă 59 пин çемье пурăнать

Паян, май уйăхĕн 15-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне паллă тăваççĕ.  Асăннă датăна Пĕрлештернĕ нацисен организацийĕн Тĕп ассамблейи çирĕплетнĕ. Уявăн тĕп тĕллевĕ – çемье ыйтăвĕсене тимлĕх уйăрасси.

Пушкăртстанра нумай ачаллă 59 пин çемье пурăнатьПушкăртстанра нумай ачаллă 59 пин çемье пурăнать
Пушкăртстанра нумай ачаллă 59 пин çемье пурăнать

ПР Çемье, ĕç тата халăха социаллă хÿтлĕх паракан  министерствăн информацийĕпе килĕшÿллĕн паянхи кун Пушкăртстанра миллион ытла çемье пурăнать, çур миллиона яхăн - ачаллисем, 59 пинĕ – нумай ачаллисем (виçĕ тата ытла ача çитĕнтерекен çемьесем).

  - Пушкăртстанра кашни виççĕмĕш ача çакăн пек çемьере çуралать. Çакă чăннипех ырă йăла, унпа эпир мăнаçланма пултаратпăр. Паянхи уяв çывăх çынсем çине пăхса «Эпĕ сире юрататăп» тесе каламалли сăлтав пулса тăрать. Çемье - ахаль общество ячейки кăна мар, вăл пирĕн тĕп пуянлăх, вăй-халпа юрату çăлкуçĕ. Ачасене çитĕнтерекенсене, воспитани паракансене, пурнăçри хаклăхсене хисеплеме вĕрентекенсене пысăк тав, - тесе каланă хăйĕн салам сăмахĕнче регионти çемье тата ĕç министрĕ Ленара Иванова.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас