

Пушкăртстанри Культура министерствин пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун республикăра пĕтĕмĕшле 1 569 библиотека ĕçленине çирĕплетнĕ. Вĕсенчи кĕнекепе тĕрлĕ документ фончĕ 26 млн экземплярпа танлашать. Раççейре пурăнакан халăхсен чĕлхипе (вырăс чĕлхисĕр пуçне) çырнă кĕнекесен шучĕ 5,4 млн экземпляра çитнĕ, ют чĕлхесемпе çырнисен - 86,5 пин экземпляр.
Республикăри чи пысăк культура учрежденийĕсем – Ахмет-Заки Валиди ячĕллĕ Наци библиотеки, Начар куракансен вулавăшĕ, ача-пăча библиотекисем (3,0 млн экземплярпа танлашакан 97 вулавăш).
Республикăри вулавăшсене пĕтĕмĕшле 1 789,0 пин çын çÿренине шута илнĕ, вĕсене 2024 çулта пичет кăларăмĕн 39,7 пин экземплярĕпе тивĕçтернĕ.