Урал сасси
+28 °С
Облачно
Уяв
1 Июня 2025, 06:00

Июнь уйăхĕн 1-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун

Йăлана кĕнĕ тăрăх, çуллан пĕрремĕш кунĕнче Раççейре тата çĕр чăмăрĕ çинчи ытти çĕршывсенче те Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли куна паллă тăваççĕ. Çакă вăл уяв витĕмĕпе ачасене савăнăç парнелени çеç мар, вĕсен прависене хÿтĕлемелли пулăм та пулса тăрать: çамрăк ăру телейлĕ çитĕнтĕр, тивĕçлĕ пĕлÿ илтĕр, юратнă ĕçе хăнăхтăр, каярах вара атте-анне пулса çĕршывăн хисеплĕ те тĕрлĕ енлĕ аталаннă гражданинĕ пулса тăтăр.

Июнь уйăхĕн 1-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кунИюнь уйăхĕн 1-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун
Июнь уйăхĕн 1-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун

Пушкăртстанстат управлени пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, 2025 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 0-17 çулхи ачасен шучĕ 879,4 пин çынпа танлашнă. Çакă вăл регионти мĕнпур халăхăн 21,8 проценчĕпе пулать. Вĕсенчен 63,8 проценчĕ хуласенче пурăнать, ял-саласенче – 36,2 процент. Ачасене, ÿсĕмне кура, тăватă ушкăна пайлама пулать: шкула çÿремен шăпăрлансен (0-6 çулхисем) хисепĕ 31 процент пулсан, 7-9 çулхисем – 18,7 процент, 10-14 çулхисем – 32,7 процент, 15-17 çулхисем – 17,6 процент.

Сăн ÿкерчĕкри Пелепей тăрăхĕнче пурăнакан икĕ çулхи Софья Яковлева пĕрремĕш ушкăна кĕрет. Ашшĕ-амăш, çывăх çыннисем тимлĕх тата хÿтлĕх уйăрнипе унăн пурнăçĕ телейлĕ те савăнăçлă. Эпир ытти шăпăрлансемпе ачасене те çавнах сунатпăр. Кашнинех ачалăхĕ çутă та таса, юмах тĕнчинчи пек хавас та анлă пултăр. Пурне те, çав шутра ашшĕ-амăшĕсене те, уяв ячĕпе саламлатпăр.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас