Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Уяв
2 Июнӗн 2025, 14:00

Тутарстанри Бавлă районĕнче Уяв иртнĕ

Ĕнер, июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Тутарстанри Бавлă хулинче район шайĕнче чăвашсен Уявĕ иртнĕ. Асăннă праçник чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе çыхăннă, ăна ака вĕçленсен çурхи-çуллахи вăхăтра йĕркелеççĕ.

Тутарстанри Бавлă районĕнче Уяв иртнĕТутарстанри Бавлă районĕнче Уяв иртнĕ
Тутарстанри Бавлă районĕнче Уяв иртнĕ

Мероприяти программи анлă пулнине палăртмалла: наци апат-çимĕçне хатĕрленĕ сĕтелсем йышлă пулнă, сăра фестивалĕ ĕçленĕ, халăх ваййисене йĕркеленĕ. Уява пухăннă халăх уйрăмах «Пултарулăх çурчĕ», «Пулăçă çурчĕ», «Çăкăр пĕçерекен çурчĕ» тата «Чăваш кил-çурчĕ» лапамсенче ытларах чарăнса тăнă. Çавăн пекех мастер-классемпе суту-илÿ вырăнĕсем ĕçленĕ.

 Пухăннă халăха район администраци пуçлăхĕ Ильяс Гузаиров, Тутарстанри ЧНКА ертÿçин çумĕ Константин Малышев саламланă. Шупашкартан килсе çитнĕ «Çавал» фольклорпа эстрада ансамблĕ (ертÿçи – Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ артистки Лилия Прокопьева) куракансене  юрă-ташă парнелесе савăнтарнă. Çавăн пекех пултарулăх ушкăнĕсем вырăнти ялсенчен çеç мар, Пĕкĕлмепе Элмет, Лениногорск районĕсенчен килсе çитнĕ. Пушкăртстанран, кÿршĕллĕ Октябрьскипе Туймазă хулисенчен, «Илемпи» тата «Çеçпĕл» ансамбль хастарĕсем те уявран пăрăнса юлман – вăй-юрă картине тăрса хуçасемпе пĕрле савăннă.

Юрий СНЕГОПАД.

Тутарстан, Бавлă хули.

Тутарстанри Бавлă районĕнче Уяв иртнĕ
Тутарстанри Бавлă районĕнче Уяв иртнĕ
Тутарстанри Бавлă районĕнче Уяв иртнĕ
Тутарстанри Бавлă районĕнче Уяв иртнĕ
Тутарстанри Бавлă районĕнче Уяв иртнĕ
Тутарстанри Бавлă районĕнче Уяв иртнĕ
Тутарстанри Бавлă районĕнче Уяв иртнĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас