Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Уяв
15 Июнӗн 2025, 08:20

Федоровка тăрăхĕнче чăвашсен Акатуйĕ иртрĕ

Ĕнер, июнь уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Федоровка районĕнчи Урал ялĕнче вырăнти чăвашсен Канашĕ (ертÿçи – Анна Ремпель) йĕркеленипе Акатуй иртнĕ. Унăн программине спорт фестивалĕ, Куюргазăпа Çтерлĕпуç, Федоровка районĕсенчи хăйпултарулăх артисчĕсен юрри-ташшипе, алĕç ăстисен куравĕсемпе паллашасси кĕнĕ. Уявăн каçхи дикотеки те чылай кая юлса вĕçленнĕ.

Федоровка тăрăхĕнче чăвашсен Акатуйĕ иртрĕФедоровка тăрăхĕнче чăвашсен Акатуйĕ иртрĕ
Федоровка тăрăхĕнче чăвашсен Акатуйĕ иртрĕ

Акатуйăн сумлă хăнисем шутĕнче Федоровка районĕнчи депутатсен Канашĕн секретарĕ Ильгам Бакиев, Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн председателĕ Ирина Сухарева профессор, унăн çумĕсем Сергей Михайловпа  Анатолий Ефремов, Пушкăртстан Республикин халăх артисчĕ Махмут Фатыхов, ПР халăхсен туслăх çурчĕн Кармаскалă районĕнчи Суук-Чишмари чăваш историпе культура центрĕн тĕп специалисчĕ Светлана Матвеева, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов тата ыттисем пулнă. Хăнасем уяв программи пуçланиччен хуçасен çăкăр-тăварĕпе ĕçмине астивсе пăхнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă паттăрсене асра тытса лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хунă, юрă-кĕвĕ картине тăрса пухăннă халăхпа савăннă.

Федоровка тăрăхĕнчи Акатуй пирки тĕплĕнрех «Урал сасси» хаçатăн çитес 25-мĕш номерĕнче вуласа пĕлме пулĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас