

Пушкăртстанри чăваш наципе культура автономийĕ (ертÿçи - Виталий Викторов) çине тăнипе Октябрьскийпе Туймазă хулисенчи «Илемпипе» «Çеçпĕл» халăх ансамблĕсем тата Мияки районĕнчи «Туслăх» фольклор ушкăнĕ Уяв сцени çинче хăйсен пултарулăхĕпе куракансене савăнтарчĕç. Вĕсем тата Мияки районĕнчи Виталий Захаровпа Зоя Ефремова "Янра хут купăс" конкурса хутшăнса йĕркелÿ комитечĕн Тав çырăвĕсемпе парнесене тивĕçрĕç.
Унсăр пуçне сумлă хăнасен шутĕнче Пелепей тăрăхĕнчи ЧНКА ертÿçи Владимир Яковлев, Лидия Шурçăлпа Анатолий Емельянов илемлĕ сăмах ăстисем, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов пулчĕç. Çыравçăсем «Константин Иванов чăваш поэзийĕн ахах-мерченĕ» литература фестивальне хутшăнса хăйсен поэта халалланă сăввисене вуларĕç, Дипломлă пулчĕç. Лидия Александровна хайлавĕсене виçĕ чĕлхепе – чăвашла,тутарла, вырăсла – вуларĕ.
Юрий СНЕГОПАД.