

Официаллă информаци тăрăх, çак пĕлтерĕшлĕ мероприятие 21пин ытла çын хутшăннă. Уяв программине Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен (Бурятипе Дагестантăн та) килнĕ 60 яхăн хăй пултарулăх ушкăнĕ илем кÿчĕç. Çав шутра Пушкăртстанран çичĕ ансамбль – «Ăраскал», «Кĕмĕл», «Çăлкуç» (Авăркас районĕ, Нукасак, Чăваш Хурамал, Трепел ялĕсем), «Чун уççи» (Кармаскалă районĕ, Сихун), "Эреш" фольклорпа театр студийĕ (Çтерле хули), «Çеçпĕл» (Пишпÿлек районĕ, Ситек), «Элем» (Ĕпхÿ хули) – пулчĕç. Кун пекки пулманччĕ ха. Вĕсем пурте пĕрле пĕр йышпа пултарулăх ушкăнĕсен парадне пĕрремĕшсем пулса уçма тивĕçрĕç.
Сиктĕрмери Уявра вун-вун фестиваль-конкурс , спорт ăмăртăвĕсем (çав шутра «Кĕрешÿ» те), куравсемпе суту-илÿ лапамĕсем ĕçлерĕç. Поэзипе («Хусанкай урамĕ») вĕрентÿ кĕтесĕсем, чăваш ташши ташласси, шăпăр-кĕсле каласси тата ытти конкурссем хаваслă та шавлă иртрĕç. Чи пĕлтерĕшлĕ конкурс – «Раççей чăваш пики» пулчĕ. Унта регионсенчен килнĕ 12 чăваш чиперкки хутшăнчĕç. Чи нумай балл пухса Чăваш Енри Елчĕк муниципаллă округри Виктория Романова çĕнтерчĕ.
Тĕплĕнрех «Урал сасси» хаçатăн çитес номерĕнче вуласа пĕлме пулать.
Юрий СНЕГОПАД.