Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Уяв
26 Июлӗн 2025, 10:00

Пушкăртстанра суту-илÿ сферинче 300 пин ытла çын ĕçлет

Паян, июль уйăхĕн 26-мĕшĕнче, вĕсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ.

Пушкăртстанра суту-илÿ сферинче 300 пин ытла çын ĕçлетПушкăртстанра суту-илÿ сферинче 300 пин ытла çын ĕçлет
Пушкăртстанра суту-илÿ сферинче 300 пин ытла çын ĕçлет

«Сиртен чылайăшĕсем ăна ĕç вырăнĕнче кĕтсе илĕ. Хальхи вăхăтра республикăри суту-илÿ сферинче 300 пин ытла çын тăрăшать. Вăл мĕнпур ĕçлекенсен йышĕн пĕрре пиллĕкмĕш пайĕ пулать. Кашни кун эсир, талăкĕпех тесен те юрать, пире суту-илÿре кирлĕ таварсемпе тата тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕçтеретĕр, - тенĕ Пушкăртстан премьер-министрĕ Андрей Назаров асăннă сферăра ĕçлекенсене саламланă май.

Регионта 32 пин ытла суту-илÿ объекчĕ ĕçлет. 2024 çулхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх, суту-илÿ çаврăнăшĕ 3,5 трлн ытла тенкĕпе танлашнă.

Пушкăртстанра аякри ял-паççулкасенче пурăнакансене мобильлĕ майпа таварпа тивĕçтересси аталанать. «Çакă хăйĕн паха енĕсене кăтартса парать. 2025 çулхи пилĕк уйăх хушшинче вакăн тавар сутасси (розница) - 5,8 %, обществăлла апатлану 7,2 % ÿснĕ. Икĕ кăтарту та Атăлçи федераллă округри вăтам кăтартуран пысăкрах», - палăртнă премьер-министр.

Потребительсен правине хÿтĕлес ĕçе ситема шайĕнче тухăçлă йĕркелени те Пушкăртстана федераллă рейтингра 1-мĕш вырăн çĕнсе илме май панă. Тата тепĕр пĕлтерĕшлĕ проект – «Пушкăртстан таварĕ». Вăл пĕр пине яхăн тавар туса кăларакана пĕрлештерет. Вĕсем 32 пин ытла хăйне евĕр продукци кăлараççĕ, çак виçерен 35-шĕ тĕнче рынокĕнче сутăнать.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас