Урал сасси
+28 °С
Облачно
Уяв
27 Июля 2025, 10:00

Владимир Путин çарти моряксене Тинĕс Çар Флочĕ кунĕпе саламланă

Раççейĕн тинĕс çар вăйĕсем хăйсен умĕнче тăракан мĕнпур тĕллевсене тухăçлă пурнăçлама пултараççĕ тесе палăртнă Владимир Путин.

Владимир Путин çарти моряксене Тинĕс Çар Флочĕ кунĕпе саламланăВладимир Путин çарти моряксене Тинĕс Çар Флочĕ кунĕпе саламланă
Владимир Путин çарти моряксене Тинĕс Çар Флочĕ кунĕпе саламланă

Паян çĕршывра Раççейри Тинĕс Çар Флочĕн кунне паллă тăваççĕ. Çарти моряксене Раççей президенчĕ Владимр Путин саламланă.

«Хисеплĕ юлташсем!

Раççейри мĕнпур çар морякĕсене Тинĕç Çар Флочĕ кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Паян эпир харсăр та тивĕçпе Тăван çĕршыва парăннă матроссемпе офицерсене чыслатпăр. Кам тĕрлĕ çулсенче Раççей флочĕн хăватне çĕклессишĕн тăрăшнă, хăйĕн пархатарлă ĕçепе тата  наукăри çитĕнÿсемпе Раççей хăватлă çĕршыв пулнине çирĕплетнĕ çынсене аса илетпĕр.

Пĕрремĕш Петр патшаран пуçласа флот Тăван çĕршывăн пуянлăхĕпе мăнаçлăхĕ пулнă, пулать те. Тинĕс çар представителĕсем пирĕн халăхăн тивĕçлĕ чыс-сумĕпе тата чĕререн тухакан хисеппе усă кураççĕ.

Флотри çынсем яланах Тăван çĕршывшăн тата чысшăн пулни паллă. Сирĕн чун-чĕре вăй-хăвачĕпе паттăрлăх, пĕлÿпе тÿркăмăллăх, тÿрĕ калассипе тăванлăх тени хăрушă та йывăр тинĕс службинче никĕсленсе яланлăха пуçа кĕрсе юлнă. Çакă пурте ăруран ăрăва куçса пырать. Тинĕс çар вăйĕсем çине Раççейĕн Тĕнче океанĕнчи интересĕсене хÿтлесси тата хăрушсăрлăха упрасси тиенет…

Паянхи кун çар морякĕсемпе тинĕс пехотинецĕсем ятарлă çар операцинче тăшмана хирĕç паттăр та харсăр çапăçăççĕ. Вĕсем хамăр халăхăн пулас ирĕклĕхĕшĕн, хăрушсăрлăхĕшĕн, тĕрĕслĕхĕшĕн кĕрешеççĕ. 50 пин ытла матроспа офицерăн хăюлăхне патшалăх медаль-орденсем парса чысланă, 35 моряк Раççей Геройĕ ята тивĕçнĕ.

Мĕнпур ĕçре, Раççей аталанассишĕн тăвакан ĕçре, сире ăнăçу сунатăп! Сирĕн çемйĕрсене – сире юратакан, хавхалантаракан, кĕтекен мăшăрăрсене, аçăр-аннĕре, ачăрсене  -  сывлăх тата ырлăх сунатăп»,- тенĕ Владимир Путин.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас