Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Уяв
28 Июлӗн 2025, 11:30

Пушкăртстан премьер-министрĕ Русь тĕне кĕнĕ ятпа саламланă

988 çулхи июль уйăхĕн 28-мĕшĕнче Владимир князь христианство тĕнне йышăннă тесе шутлаççĕ.

Пушкăртстан премьер-министрĕ Русь тĕне кĕнĕ ятпа саламланăПушкăртстан премьер-министрĕ Русь тĕне кĕнĕ ятпа саламланă
Пушкăртстан премьер-министрĕ Русь тĕне кĕнĕ ятпа саламланă

Андрей Назаров  хăйĕн социаллă сечĕсенче историллĕ датăна -  Русь тĕне кĕнĕ кун - палăртнă.

«Пирĕн çĕршывра тĕрлĕ тĕне пăхăнакан çынсем килĕшÿре пурăнаççĕ. Халăха тĕн çеç мар, Тăван çĕршыва юратни, йăла-йĕркесене хисеплени тата  килĕшÿ патне ăнтăлни пĕрлештерет. Пушкăртстанра та пĕтĕм Раççейри пекех истори еткерлĕхне чыслатпăр, культура тĕрлĕ енлĕхне упраса хăварма тăрăшатпăр. Пирĕн регион тĕрлĕ наципе тĕн çыннисем пĕрлешÿре тата килĕшÿре пурăннине çирĕплетекен тĕслĕх шутланать. Çак кун пурне те тăнăçлăх, ырăлăх, тÿсĕмлĕх тата килĕшÿлĕх сунатăп», - тесе çырнă Пушкăртстан правительствин премьер-министрĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас