Пур хыпар та
Уяв
21 Августӑн 2025, 16:00

43 муниципаллă район 95 çул тултарнă

Пушкăртстанри 43 муниципаллă район йĕркеленнĕренпе 95 çул çитнĕ. Çакăн пирки Пушкăртстан Республикинчи муниципаллă пĕрлĕхсен канашĕ пĕлтернĕ.

43 муниципаллă район 95 çул тултарнă
43 муниципаллă район 95 çул тултарнă

1930 çулхи август уйăхĕн 20-мĕшĕнче Тĕп суйлав комиссийĕн йышăнăвĕпе администраципе территори пайланăвĕн район системине хута янă. Çапла майпа Пушкăрт АССРĕнче 48 район йĕркеленнĕ, кантонсене пĕтернĕ.

Август уйăхĕн 20-мĕшĕнче 43 муниципаллă район хăйĕн юбилейне паллă тунă.   

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас