Пур хыпар та
Уяв
21 Августӑн 2025, 18:00

Ĕпхури телевидени башнине Раççей ялавĕ кунĕ тĕлне çутатĕç

Вăл вырăнти вăхăтпа килĕшÿллĕн 22.00  сехетрен пуçласа 24.00 сехетчен ĕçлĕ.

Ĕпхури телевидени башнине Раççей ялавĕ кунĕ тĕлне çутатĕç
Ĕпхури телевидени башнине Раççей ялавĕ кунĕ тĕлне çутатĕç

Август уйăхĕн 22-мĕшĕнче Раççей телевиденипе радиопĕлтерÿ сечĕн (РТРС) Пушкăртстанри филиалĕ Раççей ялавĕн кунĕнче архитектурăпа художество çуттине хускатĕ. Башньăн мал енче «Август уйăхĕн 22-мĕшĕ – Раççей патшалăх ялавĕн кунĕ» тесе çырни, уяв паллисем: Раççей Федерацин гербĕ, салют, ялавăн виçĕ тĕсĕ ялкăшĕç.

Останкино башни триколор тĕсĕсем çинче уяв роликне кăтартĕ. Асăннă акцие çавăн пекех Биробиджан, Благовещенск, Братск, Брянск, Аслă Чулхула (Великий Новогород)  Воронеж, Кострома, Майкоп, Назрань, Налчик,  Чулхула (Нижний Новгород), Новосибирск, Омск, Эрĕнпур, Пенза, Дон çи Ростов, Самара, Санкт-Петербург, Саранск, Сарă ту, Симферополь, Смоленск, Тамбов, Тверь, Улан-Уде, Челябинск, Черкесск, Ярославль, Якутск тата ытти хуласем хутшăнĕç.  

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас