1991 çулхи август уйăхĕн 22-мĕшĕнче РСФСР Аслă Канашĕ наци ялавне усă курасси çинчен йышăну кăларнă. Унта патшалахăн çĕнĕ символĕ виçĕ тĕслĕ пулмаллине çирĕплетнĕ. Çынсене пĕрлештерекен, Тăван çĕршыва хисеплеме, юратма пиллекен кунпа республикăра пурăнакансене Пушкăртстан премьер-министрĕ Андрей Назаров саламланă.
- Паян эпир Раççей Федерацийĕн патшалăх ялавĕн кунне паллă тăватпăр. Виçĕ тĕс - шурă, кăвакпа хĕрлĕ – пир çинчи сăрăсем кăна мар, вĕсенче темиçе ĕмĕр историйĕ, паттăрла çĕнтерÿсем тата малашлăха çирĕп шанни палăрать.
Виçĕ тĕсрен кашнийĕ Раççее тĕнче шайне тухма май панă экономика ÿсĕмĕсене сăнласа парать. Çав шутра наукăпа техника енчи çитĕнÿсем те, пирĕн çĕршывăн çар мухтавĕ те. Унсăр пуçне хĕрлĕ тĕс Çĕнтерÿ Ялавне аса илтерет. Шăпах вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнине çирĕплетсе Рейхстаг çийĕн мăнаçлăн вĕлкĕшсе тăнă.
Паянхи кун патшалăх ялавĕ пĕтĕм Раççей халăхĕн пĕрлĕхĕн, çирĕплĕхĕн тата мăнаçлăхĕн символĕ шутланать. Ятарлă çар операцийĕ пынă май пирĕн салтаксем Тăван çĕршыва, Раççей суверенитетне хÿтĕлеççĕ…, - тесе каланă Андрей Назаров.