Пур хыпар та
Уяв
29 Августӑн 2025, 09:00

Пушкӑртстанра пурӑнакансене октябрь уйӑхӗнче хушма кану кунĕ кĕтет

ПР Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров республикӑн патшалӑх суверенитечӗ çинчен калакан Декларацине йышӑннӑранпа 35 ҫул ҫитнине уявлассипе йӗркелӳ комитечӗ тăвасси ҫинчен калакан указа алӑ пуснӑ.

Пушкӑртстанра пурӑнакансене октябрь уйӑхӗнче хушма кану кунĕ кĕтет
Пушкӑртстанра пурӑнакансене октябрь уйӑхӗнче хушма кану кунĕ кĕтет

Документпа килӗшӳллӗн, йӗркелӳ комитечӗ 2025 ҫулхи октябрь уйӑхӗнчи уяв мероприятийĕсен программине туса хатӗрлессишӗн яваплӑ пулӗ. Указ регионти хуласемпе районсен администрацийӗсене Раҫҫей тата Пушкӑртстан патшалӑх символикипе усӑ курса урамсене, лапамсене тата ҫуртсене уяв тĕлне илемлетме хушать. Çавăн пекех вырӑнти влаҫсене культура, спорт тата массӑллӑ мероприятисем ирттерме хушнӑ, ҫав шутра ярмӑрккӑсем тата куҫса ҫӳрекен суту-илӳ вырăнĕсем йӗркелессине те.

Октябрь уйăхĕн 11-мӗшӗ Пушкӑртстанра официаллӑ ӗҫлемен кун шутланать. 2025 ҫулта республика суверенитет йышӑннӑранпа 35 ҫул ҫитнине паллă тăвĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас