Çак кун асăннă пĕлÿ çуртне Алексеевка, Илкел, Анновка ялĕсенчи шкулсенче тата чăваш гимназинче хăй вăхăтĕнче ĕçленĕ ватăсем пухăнчĕç. Пурĕ вĕсем 40 çын ытла. Чылайăшĕ чирлесе тăнипе килеймерĕç. Вĕсем хушшинче ятарлă çар операцинче пуçне хунă салтак амăшĕ Алевтина Макарова та пурччĕ. Вăл гимнази уçăлнăранпах кунта ĕçленĕ.
Кашни класс аслă ÿсĕмрисене хисеплесе юрă-кĕвĕ номерĕ хатĕрлерĕ. Вăрах вăхăт пĕр-пĕрне курман ватăсем тĕл пулма хавас пулчĕç, ачасем хатĕрленĕ концерт вĕсен чунĕсене ăшăтса ячĕ. Çавăн пекех вĕсем валли гимнази тăрăх экскурсии йĕркелерĕмĕр, хамăрăн çитĕнÿсемпе паллаштартăмăр. Мероприяти апат-çимĕçпе тулли сĕтел хушшинче чей ĕçнипе вĕçленчĕ.
Полина КИРИЛОВА. Пелепей хули.