-15 °С
Пӗлӗтлӗ
Асăннă мероприяти юрату пирки калаçнинчен пуçланнă. Тăван çĕршыва юратни - кашни çыннăн чи кирлĕ те пĕлтерĕшле туйăм. Эпир хамăр пысăк çĕршывăн, тăван республикăн пĕр пайĕ пулнишĕн мăнаçланатпăр. Пушкăртстан Республикинче тĕрлĕ халăх çыннисем пĕр-пĕринпе килĕштерсе, наци йăли-йĕркисене, культурине, хаклăхĕсене хисеплесе пурăнаççĕ. Тăван республикăна юратни композиторсем хывнă юрăсенче, поэтсем çырнă сăвăсенче лайăх палăраççĕ. Çак кун клуб ĕçченĕсем, шкул вĕренекенĕсемпе илемлĕ сăвă-юрă композицийĕ хатĕрленĕ.