Кăçал праçник октябрь уйăхĕн 19-мĕшĕпе тÿр килет.
Çемьере килĕшÿ хуçалансан, ача-пăча сасси пÿртре янăрасан, сывă пулсан, мирлĕ тÿпере сарă хĕвел ăшăтса пăхсан çыннăн телейĕ чăн та туллин туйăнать. Аттене мĕн авалтан çемье пуçĕ, çирĕп хÿтлĕх тенĕ, хĕрарăм вара кил-çурт ăшшине упраканĕ пулнă.
Аттесене мĕнле савăнтармалла-ха? Паллах, çĕнĕ куна ăшă сăмахран пуçламалла, сывлăхпа ăнăçу сунмалла. Çакна тата уяв çывхарса килнине шута илсе Куюргазă районĕнчи Кривле-Илюшке ялĕнчи культура çуртĕнче ĕçлекенсем кĕçĕн класс ачисем валли «Чи лайăх атте» медаль хатĕрлессипе мастер-класс ирттернĕ.
Хĕр ачасемпе арçын ачасем хаваспах дискран, тĕрлĕ тĕслĕ хутран тата вĕтĕ шăрçасенчен медальсем хатĕрленĕ. Хăв аллупа тунă ĕç – аттесемшĕн чи паха та хаклă парне. Мĕншĕн тесен унта ача юратăвĕпе чун ашши упранать-çке.
Ирида НОВИКОВА.
Куюргазă районĕ, Кривле-Илюшке ялĕ.