-15 °С
Пӗлӗтлӗ
Ноябрь уйăхĕн 3 тата 4-мĕшĕсенче (тунти кун тата ытлари кун) канмалли кунсем, ноябрь уйăхĕн 5-7-мĕшĕсенче (юн кунран пуçласа эрне кунччен) ĕçлемелле пулĕ. Ноябрĕн 4-мĕшĕнче Халăх пĕрлешĕвĕн кунне палăртатпăр, хушма канмалли кун - ноябрь уйăхĕн 3-мĕшĕ - ноябрь уйăхĕн 1-мĕшне (шăмат кун) тунти куна куçарнипе килсе тухнă. Раççей правительстви çынсем канмалли тата ĕçлемелле мар кунĕсемпе перекетлĕрех усă курччăр тесе çакăн пек йышăну тунă.
Çапла майпа октябрь уйăхĕнчи юлашки ĕç эрни ултă кунран тăрĕ, ун хыççăн çынсене виçĕ канмалли кун тата виçĕ кунлă ĕç эрни кĕтет.