Пур хыпар та
Уяв
19 Октябрӗн 2025, 16:05

Паян «Урал сасси» хаçатăн çуралнă кунĕ

«Иртнисĕр малашлăх çук» - тет халăх сăмахлăхĕ. Çак сăн ÿкерчĕк те çавнах çирĕплетет. Вăтăр ултă çул каялла шăпах паянхи кун, октябрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче, «Урал сасси» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ пичетленсе тухнă. Ăна 1989 çулта обществăлла редколлеги (А.В. Федоров, А.С. Савельев, А.А. Кондратьев, Н.Л. Леонтьев, И.Г.Тарасов, В. В.Дмитриев-Аптраман тата ыттисем) вăйĕпе Авăркас районĕнче тухса таракан «Çĕршыв çулĕ» хаçат редакцинче калăпласа Çтерлĕ хулинчи типографинче 2000 тиражпа пичетленĕ. «Урал сасси» ун чухне «Совет Башкоротостаны» пушкăртсен республика шайĕнчи хаçат çумĕнчи хушма кăларăм шутланнă.

Паян «Урал сасси» хаçатăн çуралнă кунĕ
Паян «Урал сасси» хаçатăн çуралнă кунĕ

Унтанпа тăваттăмĕш теçеткене яхăн хаçат историйĕ çырăнать. Паянхи кун Пушкăртстанри чăвашсен кăларăмне пичет версийĕсĕр пуçне пуçне электронлă майпа та вулама пулать. Унăн хăйĕн сайчĕ пур, социаллă сетьсемпе усă курать. Кĕскен каласан «Урал сасси» самана ыйтнинчен кая юласшăн мар, вулакан шанчăкне те çухатас çук.  Çак ĕçре вара пире, редакци ĕçченĕсене, хаçат тусĕсем хавхалантарса пыраççĕ. Тăван чĕлхепе вулакансем пулсан хаçат шăпи те иккĕленÿллĕ пулмĕ.

Çавăнпа та паянхи кун хаçатăн çывăх тусĕсене (вĕсен хушшинче кăларăм тухма пуçланăранпа пирĕн хаçата çырăнса илекенсем те чылай), штатра тăман корреспондентсене, спонсор-пулăшуçăсене, çамрăк вулакансене уяв ячĕпе саламлатпăр.  Пурнăçра ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр,  тăван чĕлхе ячĕпе малашне те пĕрле пулар, малăшлăх çине яланах шанчăкпа пăхар.

Сире хисеплесе – «Урал сасси» ĕçченĕсем.

Паян «Урал сасси» хаçатăн çуралнă кунĕ
Паян «Урал сасси» хаçатăн çуралнă кунĕ
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас