Пур хыпар та
Уяв
10 Ноябрӗн 2025, 12:30

Хĕл Мучин поезчĕ Пушкăртстана хăçан килесси паллă

Хĕл Мучи Çĕнĕ çул умĕн асамлă поездпа çĕршыв тăрăх çула тухасси кăçал ноябрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче Владивосток хулинчен пуçланать те январĕн 11-мĕшĕнче Аслă Устюгра вĕçленет тесе пĕлтернĕ Раççей чукун çулĕн (РЖД) пресс-служби.

Хĕл Мучин поезчĕ Пушкăртстана хăçан килесси паллă
Хĕл Мучин поезчĕ Пушкăртстана хăçан килесси паллă

Декабрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче çĕнĕ çул поезчĕ  - Ĕпхĕве, 15-мĕшĕнче Çтерлĕ хулине килсе çитмелле.

Чи паллă асамçă, Хĕл Мучи, кăçал çĕршыв тăрăх хăйĕн поезчĕпе 20 пин çухрăм хыçа хăварĕ, Раççейĕн Инçет Хĕвелтухăçĕнчи, Çĕпĕрти, Уралти, Çурçĕрти  тата Европа пайĕнчи 70 хулана çитĕ. Çĕнĕ çула Хĕл Мучин команди Иваново хулинче кĕтсе илĕ, Раштавра Санкт-Петербургра пулĕ. Мускавра асамлă поезд йышĕ икĕ куна, январĕн 2-3-мĕшĕсенче, чарăнса тăрĕ.

Хĕл Мучин поезчĕпе кăсăкланакансем Юр патшин (королевин) вагонне, çурçĕрти сувенирсен вагон-лавккана, фотокупене, вагон-ресторанпа буфета пĕр чăрмавсăр, ирĕклĕ кĕрсе тухма пултараççĕ. Пĕчĕк хуласенче куракансене уяв программипе паллаштарма вагон-сцена та пулать.

Аса илтеретпĕр, Хĕл Мучи пуçласа çĕршыв тăрăх 2021 çулхи декабрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче çула тухнă. Тăватă çул хушшинче 302 хулана ( хăш-пĕр çĕрте темиçе хут та пулнă) çитнĕ. Пурĕ çул çинче вăл 244 талăк пулнă, 102 пин çухрăм иртнĕ. Вокзалсенче ăна кĕтсе илме 2 миллиона яхăн çын хутшăннă.

Иртнĕ çул декабрь уйăхĕнче Ĕпхÿре Хĕл Мучин асамлă поезчĕпе паллашма 8,6 пин çын кăмăл тунă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас