Уяв
11 Ноября 2025, 12:00

Торатау шихан умĕнче Кыш бабай юрти уçăлĕ

Декабрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче Ишимбай районĕнче Торатау тăвĕ умĕнчи этнокомплексра Кыш Бабай юртине уçĕç.

Торатау шихан умĕнче Кыш бабай юрти уçăлĕТоратау шихан умĕнче Кыш бабай юрти уçăлĕ
Торатау шихан умĕнче Кыш бабай юрти уçăлĕ

Çакăн çинчен «Торатау» геопарк пресс-службинче пĕлтернĕ.

Хăнасем елка йĕри-тавра Кыш Бабайпа унăн Кархылыу мăнукĕпе вăйă картине тăма, çунапа, снегоходпа, лашапа ярăнма, хĕллехи вăйă-йăпанусене хутшăнма пултарĕç.

Уяв тĕлне илемлетнĕ юртăра ачасемпе аслисем пушкăрт çĕнĕ çул асамçипе çывăхрах паллашĕç, сăвă каласа парĕç, ташлĕç тата сăн ÿкерчĕк ÿкĕç.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас