Çак вĕттинчен пуçласа ватти таран савăнăç парнелекен, ачалăха тавăракан ытарма çук уяв ĕмĕтсем пурнăçланассине шантарать.
Пелепей районĕнчи Ярмулай ялĕнчи клуб ĕçченĕсем «Ачалăхăн вунă çуллăхĕ» программа витĕмĕпе Хĕл Мучин çуралнă кунĕ тĕлне вăйă программи ирттернĕ. Мероприяти ертÿçи Людмила Алексеева «Ромашка» ача сачĕн воспитанникĕсене çак паллă дата çинчен каласа панă. Ачасем Хĕл Мучи Великий Устюг хулинче чăн-чăн кермен çуртра пурăннине пĕлнĕ.
Шăпăрлансем Хĕл Мучипе тĕрлĕ вăйăсене вылянă, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупнă, парне парнеленĕ, юрă юрласа савăнтарнă. Çак тĕлпулу пурне те хавас кăмăл-туйăм парнеленĕ.