Пур хыпар та
Уяв
9 Декабрӗн 2025, 16:30

Ĕпхÿре Пушкăрт чĕлхин кунне уявлĕç

Декабрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче республикăн тĕп хулинче пушкăрт чĕлхин кунне палăртĕç. МЕГА суту-илÿ центрĕ уяв лапамĕсенчен пĕри пулĕ, унта концерт иртĕ.

Ĕпхÿре Пушкăрт чĕлхин кунне уявлĕç
Ĕпхÿре Пушкăрт чĕлхин кунне уявлĕç

Мероприяти программине театрализациленĕ представленисем, пултарулăх мастерскойĕсем, аниматорсен тухса кăтартнисем, викторинăсемпе вăйăсем кĕрĕç. Кăмăл пуррисем хăйсен аллисемпе курай хатĕрлеме пултараççĕ. Пĕчĕк  куракансем валли Пукане театрĕн артисчĕсем «Ирсĕр кăвакал чĕппи» («Гадкий утенок») спектакль кăтартĕç.

Çавăн пекех куракансен умне «Гаилэ» ача сачĕн воспитанникĕсем, «Тамыр» вокал студийĕ, «Хазина» этно-ушкăн хăйсен номерĕсемпе тухĕç. Уяв 12 сехетрен пуçласа 15 сехетчен пырĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас