Пур хыпар та
Уяв
12 Декабрӗн 2025, 16:00

«Вăтăр икĕ çул каялла йышăннă Конституци Раççей пуласлăхне палăртнă»

Вăтăр икĕ çул ытла пĕтĕм халăх референдумĕнче йышăннă Раççей Федерацин Конституцийĕ Раççей пуласлăхне палăртни çинчен Патшалăх Думин председателĕ Вячеслав Володин декабрь уйăхĕн 12-мĕшĕнче Конституци кунĕпе саламланă чух пĕлтернĕ.

«Вăтăр икĕ çул каялла йышăннă Конституци Раççей пуласлăхне палăртнă»
«Вăтăр икĕ çул каялла йышăннă Конституци Раççей пуласлăхне палăртнă»

«Раççей Федерацин Конституци кунĕпе саламлатăп. Вăтăр икĕ çул каярах пĕтĕм халăх референдумĕнче йышăннă тĕп саккун пирĕн çĕршывăн пуласлăхне палăртнă», - пĕлтернĕ унăн сăмахĕсене палатăн пресс-служби.

Вячеслав Володин çавăн пекех Конституци çĕршывăн малашнехи аталанăвĕн паха ориентирĕсене, çулне тата чи кирлĕ ыйтăвĕсене çирĕплетнине хушса каланă.

Унсăр пуçне политик 2020 çулта Конституцие кĕртнĕ улшăнусем хальхи вăхăт ыйтнине тивĕçтернине, Раççее çирĕплетессипе çыхăннă ыйтусене татса пама, пĕтĕм наци тĕллевĕсене пурнăçлама, граждансен пурнăç пахалăхне ÿстерме пулăшнине пĕлтернĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас