Пур хыпар та
Уяв
24 Декабрӗн 2025, 13:00

Пушкăртстанра Конституци кунне уявлаççĕ

Паян, декабрь уйăхĕн 24-мĕшĕнче, пĕлтерĕшлĕ уяв — Пушкăртстан Республикин Конституци кунне паллă тăваççĕ.  Çак кун 1993 çулта регионăн Тĕп саккунне йышăннă, вăл социаллă тата экономика аталанăвĕн тата обществăпа политика пурнăçĕн право никĕсĕ пулса тăнă.

Пушкăртстанра Конституци кунне уявлаççĕ
Пушкăртстанра Конституци кунне уявлаççĕ

ПР Конституцийĕ - Раççей йышне кĕрекен Пушкăртстанăн нумай ĕмĕрхи историйĕ. Вăл çĕршывăн тĕреклĕ субъекчĕ тата регионти право системин никĕсĕ пулнине çирĕплетрĕ. Вăл Раççейри саккунсемпе килĕшсе тăнипе Пушкăртстана ăнăçлă аталанма май парать.

Асăннă Конституци регион историйĕнче тăваттăмĕш шутланать ( 1925,1937, 1978 çулхи актсем хыççăн), ăна республика интересĕсене, уйрăмлăхĕсене шута илсе хатĕрленĕ. Вăл РФ Конституцийĕнчен 12 кун «кĕçĕнрех» çеç. Унăн никĕсĕнче - регионти пĕлтерĕшлĕ хушăмсемпе çыхăннă тĕп положенисем. Пушкăртстанăн тĕп саккунĕ патшалах тытăмĕн никĕсне, влаçссене уйăрассине, çын правипе ирĕклĕхне çирĕплетнĕ.

«Пушкăртстан Конституцийĕ пирĕн асаттесен еткерлĕхне, чĕлхесене, культурăна, халăхсен туслăхне, граждансен прависемпе интересĕсене сыхлать. Эпир пĕрле вăй хуратпăр, малалла аталанатпăр, кашни хăй вырăнĕнче Тăван çĕршыва хÿтĕлет. Ялан çавăн пек пулĕ», - тет республика пуçлăхĕ Радий Хабиров.

Виçĕ теçетке ытла çул хушшинче Пушкăртстан Конституцине темиçе хутчен пĕлтерĕшлĕ улшăнусем кĕртнĕ. 2020 çулта РФ Конституцине тÿрлетÿсем кĕртсен пысăк ĕç туса ирттернĕ. Çавăн чухне республикăри халăхсен культура хăйнеевĕрлĕхне хÿтĕлесси, этнокультура тата чĕлхе нумайлăхне сыхласси, культурăпа çут çанталăк еткерлĕхне упрасси çинчен калакан положенисене çирĕплетнĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас