Ялти лару-тăру мĕнле пулсан та вырăнти çынсем культура вучахне сÿнме памаççĕ. Клуб çурчĕ тахçанах ĕçлемест, анчах Макаровка çыннисем ăна пăхса тăраççĕ. Нумай пулмасть вĕсем клуба хăйсен вăйĕпе юсанă. Çĕнĕ çул каçĕ шăпах çĕнĕ сĕм кĕртнĕ залта иртнĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ çутăсем, капăр чăрăш, илемлĕ юрă-кĕвĕ, ăшă сăмахсенчен тăракан саламсем чăн-чăн кил ăшшине аса илтернĕ.
Çĕнĕ çул каçне пухăннă хăнасем хаваслă вăйăсем вылянă, хут купăс каласа юрăсем юрланă, чăваш халăх ташшине ташланă, пĕр-пĕринпе чунĕсене уçса калаçнă. Хĕл Мучи, залра аслă ÿсĕмри çынсем пухăннине пăхмасăр, пурне те Çĕнĕ çул ячĕпе ăшшăн саламланă, çирĕп сывлăх тата тăнăç пурнăç суннă, кашнине пылак парне парса савăнтарнă.
Асăннă уяв тĕл пулмалли сăлтав кăна мар, пĕчĕк ялта та йăла-йĕркесене сыхласа хăварма пултарнине, пĕр-пĕрне пулăшмаллине, пĕрле пухăнса савăнма май килнине аса илтернĕ.
Чекмагуш районĕ, Макаровка ялĕ.