-15 °С
Пӗлӗтлӗ
Февраль уйăхĕнче Раççĕй çыннисене вăрăм канмалли кунсем кĕтеççĕ. Çак уйăхăн 21,22,23-мĕшĕсем канмалли кунсем шутланаççĕ. Вĕсем хыççăн пире кĕске ĕç эрни – 4 ĕç кунĕ - ытлари кунран пуçласа эрне кун таран кĕтет.
Март уйăхĕнче Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе 7-мĕшĕнчен пуçласа 9 -мĕшĕччен канмалли кунсем пулĕç. Унсăр пуçне Пушкăртстанра пурăнакансене март уйăхĕн 20-мĕшĕнче Ураза-байрам уявĕ пулнипе ĕçлемелле мар кун кĕтет.
Халĕ пирĕн MАХ мессенджерта официаллă канал пур! Унта https://max.ru/ursassi каçăпа куçма пулать.