Пур хыпар та
Уяв
15 Нарӑсӑн , 09:30

2026 çулхи Çăварни эрни

Çăварни эрни кашни çул тĕрлĕ вăхăтра пуçланать, мĕншĕн тесен вăл Мункунпа çыхăннă. Кăçал Мункун апрель уйăхĕн 12-мĕшĕпе пĕр килет.  Çăварни эрни хăçан пуçланнине пĕлес тесен Христос чĕрĕлнĕ вырсарни кунтан 56 кун каялла шутламалла, апла пулсан Çăварни эрни февраль уйăхĕн 16-22-мĕшĕсенче иртĕ, февраль уйăхĕн 23-мĕшĕнчен христиан тĕнне пăхăнакансен Аслă типĕ пуçланĕ.

2026 çулхи Çăварни эрни
2026 çулхи Çăварни эрни

Тунти кун уяв пуçламăшĕпе çыхăннă. Çав кун пуçласа икерчĕ пĕçернĕ, ваттисене асăнса уяв тĕп апатне начар пурнăçпа пурăнакансене валеçнĕ. Çемьесем пĕрле пуçтарăнса чуччусем, тăвайккисем тунă.

 Ытлари кун тĕл пулусен кунĕ шутланнă. Çамрăксем пĕр-пĕрин çине тинкерсе пăхнă, мăшăр шыранă. Çак тапхăрти паллашусем Аслă типĕ хыççăн туй патне илсе çитерессе шаннă. Çынсем пĕр-пĕрин патне хăнана çÿренĕ.

Юн кун яка пыр  (тутлă апат çиекен) кунĕ шутланнă. Кĕрÿсем хунямасем патне хăнана çÿренĕ, кил хуçи хĕрарăмĕ çемьере лăпкăлăх та килĕшÿ пултăр тесен пуян сĕтел пуçтарнă.

Кĕçнерни кун ĕçлемен, çынсем урама тухса катаччи чупнă, тăвайккинчен ярăннă, вăйă картине тăнă, ăмăртусем ирттернĕ. Çав кун килте ларни начар паллă тесе шутланă.

Эрне кун хуняма каçĕ çитнĕ. Çак кун кĕрÿ хунямана хисепленине,  тараватлăхне кăтартса хăй патне хăнана чĕннĕ.

Шăмат кун аппасемпе хĕрсене (упăшкан аппăшĕсемпе йăмăкĕсем) хăна тунă. Çамрăк кил хуçи хĕрарăмĕ упăшкин тăванĕсене йышăннă, икерчĕпе хăналанă, пысăк мар парнесем панă.

Вырсарни кун Çăварни эрнин юлашки уяв кунĕ шутланнă. Çав кун çывăх  çынсенчен каçару ыйтнă, ваттисене асăннă, масар çине кайнă. Каçпа хĕлпе сывпуллашса Çăварни катемпине çунтарнă, уяв апачĕсене валеçнĕ е çисе яма тăрăшнă.

Çăварни эрнинче какай çимен, анчах та çĕт-çу, çăмарта, пулă çиме ирĕк пулнă. Туй тума юранă, анчах та венчете тăма юраман, мĕншĕн тесен Çаварни эрни типпе хатĕрленмелли вăхăт пулнă. Уяв эрни пĕр-пĕринпе курнăçмалли, мирлешмелли, савăнмалли тапхăр шутланнă, унта кÿренĕ, хĕвĕшÿ тата харкашу валли вырăн пулман.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас