Пушкăртстан Республикин патшалăх ялавĕ тÿр кĕтеслĕ пусма (полотнище) çинче пĕр пек виçепе горизонтальлĕ виçĕ - кăвак, шурă тата симĕс - тĕспе, ярăмсемпе тÿр килет. Шурă ярăмăн варринче, ылтăн тĕслĕ çаврака ăшĕнче, курайăн çичĕ чечекне вырнаçтарнă.
Пушкăртстан Республикин символики çинчен калакан законра кашни тĕсĕн пĕлтерĕшне уçса панă: кăвакки республикăри халăхсен тасалăхĕпе çутăлăхне, ыркăмăллăхне сăнарлать, шурă – тăнăçлăхпа, уçă кăмăллăха тата пĕрле ĕçлеме хатĕррине, симĕсси ирĕклĕхе тата пурнăç ĕмĕрлĕхе тăсăлнине пĕлтерет. Курай çеçки туслăх символĕ шутланать. Унăн çичĕ чечекĕ Пушкăртстанри халăхсен ăрăвĕ çак территоринче пуçланса кайса пĕр чăмăрта пурăннине çирĕплетет.
Ялавăн историйĕ патшалăх символĕн чи тухăçлă варианчĕсен конкурсĕнчен пуçланнă. Унта хутшăнакансем 40 тĕрлĕ проект тăратнă. Ялав çинче çурлапа мăлатук, çăлтăрсем тата ытти символсене сăнлама сĕннĕ пулнă. Ытларах тÿр кĕтеслĕ пусма çинче пĕр пек виçепе горизонтальлĕ виçĕ - кăвак, шурă тата симĕс - тĕсрен, ярăмсенчен, варринче курай чечекĕнчен тăракан вариантшăн сасăланă. Патшалăхăн официаллă символĕн авторĕсем – Ольга Асабина тата Урал Масалимов ÿнерçĕ.