Пелепей районĕнчи Ярмулай ялĕнчи клубра хаваслă Çăварни уявĕ иртрĕ.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, праçникре пурте чунтан савăнчĕç. Савăнăçлă вăйăсем, ăмăртусем йĕркелерĕç: Катемпие тумлантарчĕç, шăпăра инçете ывăтассипе ăмăртрĕç, канат туртрĕç, минтерсемпе перкелешрĕç, кĕреçесем çинче ярăнчĕç. Чи правуррисемпе хастаррисем парнесене тивĕçрĕç. Уявра савăнăçлă лару-тăру хуçаланчĕ. Мероприяти пухăннисене çуркунне çывхарнипе çыхăннă ырă та хавхалануллă кăмăл-туйăм парнелерĕ.
Çăварни уявĕ халăх йăли-йĕркисем çынсен асĕнче пурăннине, сыхланнине çирĕплетет. Çакăн йышши уявсем ӑрусен хушшинчи ҫыхӑнусене ҫирӗплетме, культура еткерлӗхне упрама тата халăха пĕр тĕвве пухма пулӑшаҫҫӗ.