Пур хыпар та
Уяв
2 Мартӑн , 12:30

Март уйăхĕнче икĕ кĕске ĕç эрни пулĕ

Регионта пурăнакансемшĕн уявсемпе çыхăннă вăрăм канмалли кунсем пулĕç.

Март уйăхĕнче икĕ кĕске ĕç эрни пулĕ
Март уйăхĕнче икĕ кĕске ĕç эрни пулĕ

2026 çулхи март уйăхĕнче Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне тата мăсăльмансен Ураза-байрам уявне пула пире тăватă кунлă ĕç эрнисем кĕтеççĕ.

Пĕрремĕш ĕç эрни: март уйăхĕн 10-13-мĕшĕсем. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ март уйăхĕн 8-мĕшĕ вырсарни кунпа пĕр килнипе канмалли куна март уйăхĕн 9-мĕшне куçараççĕ.

Иккĕмĕш эрне: март уйăхĕн 16-19-мĕшĕсем. Ураза-байрам кăçал март уйăхĕн 20-мĕшне, эрне куна, лекет. Тăватă ĕç кунĕнчен тăракан эрне хыççăн виçĕ канмалли кун кĕтет: март уйăхĕн 20,21 тата 22-мĕшĕсем.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас