Пур хыпар та
Уяв
7 Мартӑн , 14:00

Анне ăшши

Анне мана хĕлле çуратнăКунсем пит сивĕ тăнă вăхăтра.Кăкри çумне тытса юратнă –Шăнма паман хăй шăннă хушăра.

Анне ăшши
Анне ăшши

Алхаснă шартлама çанталăк.
Мĕскер ăна, кам иртĕ кăмăлне?
Чÿречесем çинчи шăналăк
Чарма пултарнă-ши хĕл тытăмне?

Сăпка юрри анне юрланă,
Мана лăп-лăп
лăпканă çурăмран.
Çил – вĕрнĕ, шăхăрнă, уланă,
Çурта кĕресшĕн йĕнĕ урамра…

Анне çапла аса илетчĕ
Ача çуратмалли çурт хăтлăхне.
Çав вăхăт куçăма кĕрет халь,
Илсе каять-çке хăйĕн чăтлăхне.

Иртни – аса илÿ хисепĕ,
Катса çиетĕп унăн тĕшшине.
Хĕлле çуралнăран пуль эпĕ
Хаклатăп çынсенчи чун ăшшине.
Геннадий ЧЕЛПИР.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас