-24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пире кам çуратнă
Çак çут тĕнчене,
Кăкăр сĕчĕ панă?
Анне вăл, Анне!
Вăл çĕрĕпех ларнă
Татса ыйхине,
Хуллен çеç юрланă
Сăпка юррине.
Пире кам çуратнă
Çак çут тĕнчене,
Ăс панă, юратнă?
Анне вăл, Анне!
Нихçан та ан манăр
Тăван аннĕре!
Пĕрре вăл ăнланăр,
Çак çут тĕнчере.
Мĕтри МИШШИ.