Уяв
24 Апреля , 05:00

Май уйăхĕн 1-мĕшĕнче мĕнле канатпăр тата ĕçлетпĕр?

Республикăри патшалăх ĕç инспекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçал Раççейри çуркуннепе ĕç уявĕ (май уйăхĕн 1-мĕшĕ) эрне куна лекет. Çапла вара эрнере пилĕк кун ĕçлекенсем май уйăхĕн 1, 2, 3-мĕшĕсенче канĕç, камăн ултă кунлăх ĕç кунĕ – 1 тата 3-мĕшĕсенче.

Май уйăхĕн 1-мĕшĕнче мĕнле канатпăр тата ĕçлетпĕр?Май уйăхĕн 1-мĕшĕнче мĕнле канатпăр тата ĕçлетпĕр?
Май уйăхĕн 1-мĕшĕнче мĕнле канатпăр тата ĕçлетпĕр?

Пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ самант: апрель уйăхĕн юлашки ĕç кунĕ, 30-мĕшĕ, кĕске пулĕ. Графика пăхмасăр эсир ĕçрен пĕр сехет маларах кайма пултаратăр.
Отпуск панă чух календарь кунĕсен шутне май уйăхĕн 1-мĕшне çеç кĕртеççĕ, урăхла каласан, отпуска пĕр куна кăна тăсаççĕ. Çавăн пекех май уйăхĕн 1-мĕшĕнче ĕçлеме тухакансене икĕ хут пысăкрах ĕç укçи тÿлеме палăртаççĕ. Енчен те сире май уйăхĕн 1-мĕшĕнче ĕçе тухма ыйтрĕç пулсан, эсир хирĕç маррине пĕлтерекен ятарлă килĕшÿ кирлĕ. Ĕç кунĕшĕн вара икĕ хут нумайрах тÿлĕç.
Çитес канмалли кунсем Çĕнтерÿ кунĕнче, май уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче, пулĕç. Унсăр пуçне мăсăльмансен май уйăхĕн 27-мĕшĕнчи Курбан-Байрам уявне те канмалли уяв кунĕсен шутне кĕртнĕ.

Пирĕн MАХри канал - max.ru/ursassi.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас