Урал сасси
+20 °С
Облачно
Уяв
6 Мая , 08:00

Çар техникин тата ретроавтомобильсен куравĕ иртĕ

Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 81 çул çитнĕ тĕле республикăн тĕп хулинче çар техникин тата иртнĕ вăхăтри автомобильсен куравне йĕркелеççĕ.

Çар техникин тата  ретроавтомобильсен куравĕ иртĕÇар техникин тата  ретроавтомобильсен куравĕ иртĕ
Çар техникин тата ретроавтомобильсен куравĕ иртĕ

Вăл Вырăс драма театрĕ тата Ленин палăкĕ умĕнчи лапамсенче вырнаçнă тесе пĕлтернĕ Ĕпхÿ хула администрацин пресс-службинче.
Ĕпхÿре пурăнакансем тата хăнасем Асла Çĕнтерĕвĕн историне хăйсен куçĕсемпе курса хак пама пултараççĕ. Куравра Т-34 танк, БМ-13 «Катюша» çар машини, БА-64 бронеавтомобиль, пулеметлă М-72 мотоцикл, пехотăн çар машини, газогенераторлă ЗИС-21, ЛуАЗ-967 санитари автомобиль-амфиби пулаççĕ. Çавăн пекех ГАЗ ушкăнне кĕрекен хурçă утсемпе, çав шутра «Победа» кабриолет тата ыттисем те, паллашма май пулĕ. Пурĕ - 50 экспонат.
Курав май уйăхĕн 8-мĕшĕнче 14.00 сехетре уçăлать те майăн 9-мĕшĕнче мĕн уяв программи вĕçлениччен тăсăлать.
Юрий МИХАЙЛОВ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас