

Патшалăх ĕç инспекцийĕ республика çыннисене тӑватӑ ĕç кунĕ — май уйӑхӗн 12- мӗшӗнчен пуҫласа 15-мӗшӗччен – кĕтнине пĕлтерет.
Хушмаканмалликунсем Ҫӗнтерӳ кунне уявлассипе ҫыхӑннӑ.Кӑҫалмайуйӑхӗн 9-мӗшӗ шӑмат кунпа пĕр килет, ҫавӑнпа канмалли куна май уйӑхӗн 11-мӗшне, тунти куна куҫарнӑ.Ҫаплавара Раҫҫей ҫыннисем, çав шутра Пушкӑртстанрапурӑнакансем те, май уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа 11-мӗшӗччен канаҫҫӗ.
Ултӑ кунлӑ ӗҫ эрнин графикӗпе вӑй хуракансемшӗн канмалли кунсем май уйӑхӗн 9 тата 10-мӗшӗсенче кӑна пулӗҫ. Май уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ӗҫлекенсене икӗ хут ӗҫ укҫи тӳлемелле.
2026 ҫулхи май уйӑхӗнче Пушкӑртстанра пурӑнакансемшӗн тепĕр канмалли кун пулнине палăртмалла. Май уйӑхӗн 27-мӗшӗнче мӑсӑльмансем Курбан байрам уява паллă тăваççĕ. Вăл регионта ӗҫлемен официаллӑ уяв кунӗ шутланать.