Урал сасси
+20 °С
Облачно
Уяв
23 Мая , 08:00

«Санăн ятупа мăнаçланатпăр» уяв хăнасене кĕтет

Шăпах çак ятпа иртет кăçал май уйăхĕн 29-мĕшĕнче  Пушкăртстари Пелепей тăрăхĕнчи Слакпуç ялĕнчи вилĕмсĕр «Нарспи» поэмăн авторне Кĕçтенттин Иванова халалланă уяв.  Эпир унăн 136 çулне паллă тăвăпăр. Юбилейлă çул пулмасан та каллех йышпа, хамăрла чуна уçса, Кĕçтенттине пуç тайса.

«Санăн ятупа мăнаçланатпăр» уяв хăнасене кĕтет«Санăн ятупа мăнаçланатпăр» уяв хăнасене кĕтет
«Санăн ятупа мăнаçланатпăр» уяв хăнасене кĕтет

Çавăнпа та хаклă туссем, йахташсем, сире çак мероприятин программипе паллаштарма васкатпăр:

  1. 00 сехет – хăнасене Слакпуçĕнче К.Иванов музейĕ умĕнче кĕтсе илни.

10.10 - Слакпуç вăтам шкулне  чăваш поэзийĕн классикĕн Кĕçтенттин Иванов  ятне панине çипĕплетекен асăну хăмине уçни.

10.40 – К. Иванов музей çурчĕпе паллашасси.

11.10 – Поэтăн вил тăпри çине тата палăкĕ умнее чĕрĕ чечексем хуни.

11.30 – Нарспи çăлкуçĕ умĕнче «Чун-чĕре çăлкуçĕ» литература композицийĕ йĕркелесси, унта К. Ивановăн хайлавĕсене уçă микрофон умĕнче вулĕç.

 12.30 – «Санăн ятупа мăнаçланатпăр» уявăн саванăçлă пухăвĕ. Сумлă хăнасем тухса калаçĕç, хăй пултарулăх коллективĕсем хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарĕç.

  1. 30 – Кăнтăрлахи апат

. Уява йĕркелекенсем пурне те хапăл туса кĕтеççĕ. Слакпуç ялĕ çак кун чăн-чăнах чăваш Меккине çаврăнĕ.

 Йĕркелÿ коммитечĕ. 6+

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас