Урал сасси
+12 °С
Облачно
Уяв
2 Июня , 11:00

Кӗҫтенттин ячӗ ӗмӗр-ӗмӗрех ҫуталса тӑрӗ

Май уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ӗпхӳ наука тата технологисен университечӗн Ҫтерлӗ филиалӗн пушкӑрт тата тӗрӗк филологи факультетӗнче чӑваш литературин классикӗ К.В. Иванов ҫуралнӑранпа 136 ҫул ҫитнине халалласа йӗркеленӗ уяв иртрӗ.

Кӗҫтенттин ячӗ ӗмӗр-ӗмӗрех ҫуталса тӑрӗКӗҫтенттин ячӗ ӗмӗр-ӗмӗрех ҫуталса тӑрӗ
Кӗҫтенттин ячӗ ӗмӗр-ӗмӗрех ҫуталса тӑрӗ

. Уява тутар тата чӑваш филологи кафедрин тата пушкӑрт филологи кафедрин студенчĕсемпе преподавателӗсем тата Ҫтерлӗ хулинчи чӑваш наципе культура автономийĕн пайташӗсем хутшӑнчӗҫ.

Мероприятие 4-мӗш курс студенчӗсем Ольга Никитинапа Елизавета Денисова (4 курс) тата Татьяна Иванова (3 курс) «Нарспи» поэмӑри пӗрремӗш сыпӑкне вуланипе пуçларĕç.  Ольга Никитина чӑваш уйрӑмӗнче вӗренекен 4-мӗш курс студентки ертсе пычĕ. Вӑл чӑваш поэзийĕн ҫӑлтӑрӗн кун-çулĕпе пултарулӑхӗ, унӑн тӗрлӗ енлӗ таланчĕ ҫинчен каласа пачӗ.


Пухăннисене пушкӑрт тата тӗрӗк филологи факультечӗн деканӗ А.Ф. Утяев, тутар тата чӑваш филологи кафедрин пуçлăхĕ И.С. Мансуров, чӑваш наципе культура автомийӗн ертӳçи О.П. Федорова саламларӗҫ. Вӗсем Константин Иванов ячĕ ӗмӗрлӗхе сыхланса юлни пирки каларӗҫ.
Уяв вӗҫленсен К. Ивановӑн палăкĕ умне поэта пуç тайса чечек ҫыххи хучӗҫ.
Мероприяти ҫӳллӗ шайра иртрӗ. Константин Васильевич Иванов – чӑваш халӑхĕн аслӑ поэчӗ, патриочӗ, яланах халӑх асӗнче юлĕ.
Кӗҫтенттин ячӗ ӗмӗр-ӗмӗрех ҫуталса тӑрӗ, ӑна пурте таса чунлă аслӑ вӗрентекен вырăнне хурса хаклӗҫ. Пирӗн, ҫамрӑк ӑрăвăн, Константин Иванова манмалла мар, малашне те унӑн хайлавĕсене вуласа савӑнмалла.
Константин Иванов ячӗ – чӑваш историйĕнче вӑхӑта та, ӗмӗре те парăнман ят. Унӑн «Нарспи» поэми – чӑваш поэзин ҫӑл куҫӗ.
Ольга НИКИТИНА, Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн 4 курс студенчĕ.

Кӗҫтенттин ячӗ ӗмӗр-ӗмӗрех ҫуталса тӑрӗ
Кӗҫтенттин ячӗ ӗмӗр-ӗмӗрех ҫуталса тӑрӗ
Кӗҫтенттин ячӗ ӗмӗр-ӗмӗрех ҫуталса тӑрӗ
Кӗҫтенттин ячӗ ӗмӗр-ӗмӗрех ҫуталса тӑрӗ
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас