

Мероприяти тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем вăйă картине тăнипе пуçланнă. Çапла майпа вĕсем çут çанталăкпа тачă çыхăнура пулнине çирĕплетнĕ. Йĕркелÿçĕсем уяв хăнисем валли хаваслă вăйăсем хатĕрленĕ: «Тухья», «Кĕвенте йăтса чупасси», «Юланутçă». Вĕсене ватти те, вĕтти те выляса киленнĕ.
Уяв тăршшĕпе ăрураран-ăрăва куçса пыракан чăваш юррисем янăранă. Вырăнти «Шевле» фольклор ушкăнĕ шăрантарнă кĕвĕсем пухăннисен чĕрисене тыткăнланă, тăван культурăн пуянлăхĕпе çывăхрах паллашма, ăна ăша хывма май панă. Фольклор уявĕ пурте авалхи рецепта пăхăнса пĕçернĕ тутлă пăтта çисе савăннипе вĕçленнĕ.
Çак кун кашнийĕ хăйне пысăк та туслă çемьен пайташĕ пек туйнă. Ăшă тĕлпулу чылайччен асра юлĕ.
Шаран районĕ, Тÿртÿллĕ ялĕ.