Урал сасси
+14 °С
Дождь
Уяв
23 Июня , 11:00

Бирск Юратупа шанчăклăх кунĕнчи фестивальте пин-пин çемьене йышăнĕ

Июль уйăхĕн 8-мĕшĕнче Çемье çулне тата халăхсен пĕрлĕхне халалланă  çулталăк витĕмĕпе Бирск хулинче туйсем, вăйă картисем тата карнавал иртĕ.

Бирск Юратупа шанчăклăх кунĕнчи фестивальте пин-пин çемьене йышăнĕБирск Юратупа шанчăклăх кунĕнчи фестивальте пин-пин çемьене йышăнĕ
Бирск Юратупа шанчăклăх кунĕнчи фестивальте пин-пин çемьене йышăнĕ

Асăннă кун Свято-Троицк соборĕн тата Петрпа Феврония палăкĕ умĕнче пин-пин çемье пухăнĕ.

Октябрьский площадĕнче халăх уявĕсем, ярмарка, гастрономи фестивалĕ тата интерактивлă лапамсем йĕркелĕç. Çветтуйсен палăкĕ умĕнче иртекен мăшăрлану регистрацийĕ тата пĕрле пурăннине 50 çул çитнине паллă тăвакан «ылтăн мăшăр» асра юлмалли пулăм пулĕ. Мероприяти программине çавăн пекех вăйă картине тăрассине тата вырăнти дизайнерсем хатĕрленĕ тумĕсене кăтартнине те кĕртнĕ. Историпе культура центрĕсем наци вăййисемпе йăли-йĕркисене, йĕркелÿçĕсем «Пур вăхăтри мода» («Мода на все времена») карнавал хатĕрленĕ.

Сцена çинче Бирск хулин пултарулăх ушкăнĕсем, каçпа Алияпа Ришат Тухватуллинсем тата Назгуль Отузова тава тивĕç артистсем хăйсен номерĕсемпе савăнтарĕç.

Çемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне 2008 ҫулта шута илнӗ, ăна православи сӑваплӑ Петрпа Феврония Муромскисене асӑнмалли куна халалланӑ. Уяв ҫемьен социаллӑ статусне ҫирӗплетет, мӑшӑрланупа ашшӗ-амӑшӗн тивĕçне ырăпа йышăнассине йӗркелет. Бирск истори хутлăхĕн статусне тивӗҫет, 2019 ҫултанпа Пушкӑртстанра çемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне уявламалли тӗп хула шутланать. Кӑҫал фестиваль ҫиччӗмӗш хут иртет.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас