Урал сасси
+18 °С
Облачно
Уяв
3 Июля , 06:00

Çтерлĕре мунча юратакансен фестивалĕ иртĕ

Çтерлĕ хулинче июль уйăхĕн 17-19-мĕшĕнче Ашкатар юхан шывĕн çыранĕ хĕррипе «Хумай-фест» мунча культурин фестивалĕ иккĕмĕш хут иртĕ.

Çтерлĕре мунча юратакансен фестивалĕ иртĕÇтерлĕре мунча юратакансен фестивалĕ иртĕ
Çтерлĕре мунча юратакансен фестивалĕ иртĕ

Лапама кĕмелли вырăн Эрĕнпур трактĕнчи 7№ çурт çывăхĕнче вырнăçнă.

Ертÿçĕсем пĕлтернĕ тăрăх, фествиальте ача-пăча, мунча, фудкорт (апат çимелли вырăн) зонисем, палатка лагерĕ, ярмарка йĕркелĕç. Хăнасем лекцисене, мастер-классене хутшăнма, оборудованисемпе материалсен куравне пăхма, отраслĕн предпринимателĕсемпе тата эксперчĕсемпе калаçма пултарĕç.

Çавăн пекех июль уйăхĕн 18-мĕшĕнче «Мунча хутлăхĕ» («Банная среда»)  спа-мунчан Раççей Чемпионачĕн регионти тапхăрĕ, июль уйăхĕн 19-мĕшĕнче – «Мунча чунĕ» («Банная душа») ăшши парассипе Раççей Чемпионачĕ иртĕ.

Çтерлĕре мунча юратакансен фестивалĕ иртĕ
Çтерлĕре мунча юратакансен фестивалĕ иртĕ
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас