Урал сасси
+21 °С
Ясно
Уяв
12 Июля , 10:00

Пушкăртстанри чăваш сăмах ăстисем Тутарстанри Уява хутшăннă

Ĕнер, июль уйăхĕн 11-мĕшĕнче, Тутарстан Респубкинче икĕ вырăнта (Çарăмсан салинче тата Элкел районĕнчи Сиктĕрмере) чăвашсен Уявĕ иртрĕ. Икĕ çĕрте те Пушкăртстан чăвашĕсем уяв программине илем кÿнĕ, хăна пулса та, пултарулăх енĕпе те.

Пушкăртстанри чăваш сăмах ăстисем Тутарстанри Уява хутшăннăПушкăртстанри чăваш сăмах ăстисем Тутарстанри Уява хутшăннă
Пушкăртстанри чăваш сăмах ăстисем Тутарстанри Уява хутшăннă

Çарăмсанри Уявра литература лапамĕнче «Порфирий Афанасьев – чăваш чунĕн лирикĕ» ятпа тĕлпулу иртрĕ. Унта пирĕн республикăран Александр Егоров çыравçă, «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн пайташĕсем Алексей Емельяновпа (Пелепей хули) Марина Яковлева (Пишпÿлек сали), Нина Лотос (Авăркас районĕ) тата çак йĕркесен авторĕ хутшăнчĕç. Вĕсем уяв сцени çинчен чăваш халăх поэчĕ тĕрлĕ çулсенче çырнă сăввисене тата хăйсен хайлавĕсене вуларĕç, Порфирий Василевичăн пултарулăхĕ çинче чарăнса тăчĕç.

Çак мероприятие йĕркелекенсем кашни сăмах ăстинех дипломсем тата асăнмалăх парнесем парса чысларĕç.

Сăмах май, Çарăмсанри Уявра праçник сцени çине Пушкăртстанран икĕ пултарулăх ушкăнĕ – Федоровка районĕнчи Уралти «Тус-тăван» халăх ансамблĕ тата Туймазă хулинчи «Çеçпĕл» коллектив – тухрĕ. Куракансем вĕсене те тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Вĕсем те  йĕркелÿçĕсен дипломĕсене тивĕçрĕç.

Çавăн пекех Федоровка районĕнчи Кузьминовка ялĕнчи Геннадий Трофимов «Уяв шăнкăрчĕ» чăваш шăнкăрч вĕллисен конкурсне хутшăнчĕ. Кузьминовка ал ĕç ăсти икĕ ĕç тăратнă. Жюри вĕсене тивĕçлĕ хак пачĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Пушкăртстанри чăваш сăмах ăстисем Тутарстанри Уява хутшăннă
Пушкăртстанри чăваш сăмах ăстисем Тутарстанри Уява хутшăннă
Пушкăртстанри чăваш сăмах ăстисем Тутарстанри Уява хутшăннă
Пушкăртстанри чăваш сăмах ăстисем Тутарстанри Уява хутшăннă
Пушкăртстанри чăваш сăмах ăстисем Тутарстанри Уява хутшăннă
Пушкăртстанри чăваш сăмах ăстисем Тутарстанри Уява хутшăннă
Пушкăртстанри чăваш сăмах ăстисем Тутарстанри Уява хутшăннă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас