Урал сасси
+17 °С
Облачно
Уяв
1 Августа , 05:30

Пушкăртстанра Пĕтĕм тĕнчери арбуз кунне паллă тăвĕç

Август уйăхĕн 3-мĕшĕнче Салават хулинче Арбуз кунне паллă тăвĕç тесе пĕлтернĕ мэринче.

Пушкăртстанра Пĕтĕм тĕнчери арбуз кунне паллă тăвĕçПушкăртстанра Пĕтĕм тĕнчери арбуз кунне паллă тăвĕç
Пушкăртстанра Пĕтĕм тĕнчери арбуз кунне паллă тăвĕç

Пылак çимĕç уявĕ «Агидель» культурăпа кану центрĕпе юнашар вырнаçнă лапамра иртмелле. Унăн программинче арбуз тата ытти ял хуçалăх продукцийĕсен ярмăркки, таварсен куравĕ, ал ĕç ăстисен ярмăркки йĕркелĕç, пултарулăх коллективĕсен концерт номерĕсем, выляв лапамĕсем, тĕрлĕ çÿллĕ пуканесем (аниматорсем) пулĕç.

- Пуян программа тата асра юлмалли самантсем чылай пуласса шанатпăр, - тенĕ хула администрацийĕнче.

Арбуз уявĕ 12 00 сехетре пуçланать.

Сăмах май, пĕр çул ÿсекен пылак бахча культурине (вăл кавăн ушкăнне кĕрет) тĕнчери 90 ытла çĕршывра çитĕнтереççĕ. Арбузăн тăван çĕршывĕ Кăнтăр Африкăри Калахари пуш хир шутланать. Пурĕ тĕнчипе 1200 тĕслĕ арбуз ÿстереççĕ.

Арбузăн çемçе пайĕ 93 % шывран тăрать. Вăл сахал калориллĕ çимĕç шутланать, 100 грамра – 30 килокалори. Асăннă çимĕç витаминсемпе тата минералсемпе пуян, шăрăх кунсенче питĕ те усăллă. Унра углеводсем тата клетчаткăсем йышлă пулни апат шăранăвне лайăхлатать, çыннăн йывăрăшне чакарать.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас