Урал сасси
+17 °С
Дождь
Уяв
9 Августа , 12:00

Шупашкар хули ҫуралнӑ куна хатӗрленет

Шупашкар хули ҫуралнӑ куна хатӗрленет. Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вӑл 557 ҫул тултарӗ.

Шупашкар хули ҫуралнӑ куна хатӗрленетШупашкар хули ҫуралнӑ куна хатӗрленет
Шупашкар хули ҫуралнӑ куна хатӗрленет

Спорт тата массӑллӑ мероприятисем «Спартак» стадионта пулӗҫ, Хӗрлӗ тӳреме вара ӗҫлӗ тӗлпулусем тата куравсем валли уйӑрӗҫ.

Урамсене афишӑсемпе, ялавсемпе илемлетме тытӑннӑ ӗнтӗ. Ҫуртсен картишӗсенче вара ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнченпе хаваслӑ программӑсем иртеҫҫӗ. Тӗп мероприятисем паян, Физкультурник кунӗнче, старт илнӗ. Ҫурла уйӑхӗн 15-16-мӗшӗсенче Хӗрлӗ тӳремре «Шупашкар хумӗ» ҫамрӑксен форумӗ иртӗ. Унта хутшӑнакансем хӑйсен проекчӗсене пуҫарма, ӗҫлӗ партнерсем тупма вӗренӗҫ. Ҫавӑн чухнех «Шупашкар – Атӑл ҫинчи телей» ретроперспектива фестивалӗ пулӗ. Хула кунӗ ячӗпе тата ытти мероприятисем иртӗҫ.

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Хула кунӗ Хӗрлӗ тӳремре уяв концерчӗпе вӗҫленӗ.

Чăваш халăх сайчĕ.

Редакцирен. Йăлана кĕнĕ тăрăх, çак уява Пушкăртстанри туристсем те хутшăнĕç. Хальхи вăхăтра ушкăна йĕркелес ĕçсем пыраççĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас