Урал сасси
+26 °С
Облачно
Уяв
20 Августа , 06:00

Канчăлавсем Сăмавар кунне паллă тунă

Август уйăхĕн 17-мĕшĕнче Раççейре сăмавар кунне паллă тунă. Асăннă уява хăнасене тарават кĕтсе илмелли индустрине тата пирĕн культурăн уйрăлми пайне халалланă.

Канчăлавсем Сăмавар кунне паллă тунăКанчăлавсем Сăмавар кунне паллă тунă
Канчăлавсем Сăмавар кунне паллă тунă

Ĕлĕк «Сăмавар ăçта – çавăнта ăшă калаçусем» тесе каланă. Сăмавар куллен усă курнă хатĕр шутланнă, вăл çителĕклĕ пурнăçа, хуçисем ырă кăмăллă пулнине сăнласа панă.

Давлекан районĕнчи Канчăлав ялĕнчи культура çуртĕнчи «Мерчен» чăваш фольклор ансамблĕ (ертÿçи – Ольга Акпасова) Сăмавар кунне халалласа чăн-чăн кĕреке пуçтарнă. Ушкăн пайташĕсем хаваслă юрăсем юрланă, илемлĕ ташăсем ташланă.

Пысăк сĕтел çинче авалхи пекех сăмавар чаплă вырăн йышăннă. Канчăлавсем Сăмавар кунне вĕри чейпе, кукăль-пÿремечпе сăйланса ирттернĕ.

Давлекан районĕ, Канчăлав ялĕ.

Канчăлавсем Сăмавар кунне паллă тунă
Канчăлавсем Сăмавар кунне паллă тунă
Канчăлавсем Сăмавар кунне паллă тунă
Канчăлавсем Сăмавар кунне паллă тунă
Канчăлавсем Сăмавар кунне паллă тунă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас