

АТТЕ
Сÿнми телей тăван атте пурри –
Кăвар пекех вут-хĕмлĕ ун чĕри.
Ялта кил-çурт çĕкленĕ вăй хурса,
Ĕçленĕ пурнăç юррине шанса.
Нихçан та кăтармасть ывăннине,
Савса качча вăл илнĕ аннене.
Хуçаланать чăн туслăх çемьере,
Пин ыр сăмах янрать кĕрекере.
Атте пехилĕ туптанать вутра,
Вăл ăс пани нихçан путмасть шывра.
Итлерĕм ачаран ыр сăмахне
Такăрлатаса ун хыççăн мăн çулне.
Атте ятне мухтатăп юрăра
, Васкатăп пулăшма пулса çумра!
Атте ăшши пурин валли çитет,
Атте чăн-чăн телей хакне пĕлет.
Хушса юрламалли:
Çÿллĕ-çÿллĕ тÿпере сар кайăксем юрлаççĕ,
Чун юратнă аттене хĕвеллĕн саламлаççĕ.
Кайăк пек çунатланса çĕн юрă шăрататăп.
Вăйлă, ăслă аттепе куллен мăнаçланатăп.
Альбина ЮРАТУ.