Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вăрçă ачисем
17 Нарӑсӑн 2023, 16:23

Пушкăртстанра тата тепĕр çын хăйĕн ĕмĕрхи юбилейне паллă тунă

Пелепей районĕнче пурăнакан Елена Фроловна Васильева  хăйĕн 100 çулхи юбилейне паллă тунă. Вăл 1923 çулта Смоленск облаçĕнчи  Барсуки ялĕнче Фрол Сергеевичпа Агреппина Исаевнан çемйинче виççĕмĕш ача пулса çуралнă.

Пушкăртстанра тата тепĕр çын хăйĕн ĕмĕрхи юбилейне паллă тунă
Пушкăртстанра тата тепĕр çын хăйĕн ĕмĕрхи юбилейне паллă тунă

Васильевсем уйрăм хуторта пурăннă. Вĕсен хăйсен çĕрĕсем пулнă. Пысăк хуçалăх тытса пурăнакан ашшĕпе амăшĕ пĕр канмасăр ĕçленĕ, йĕтĕн, ыраш акса ÿстернĕ. Çемьен пир тĕртмелли станокĕ пулнă. Килте тĕртсе тунă пиртен тумтир  çĕлесе тăхăннă. Коллективизаци хыççăн 1938 çулта Сергеевсем Пелепей районĕнчи Знаменка ялне пурăнма куçнă.  

Вăрçă вăхăтĕнче Елена Фроловна Давлекан районĕнче торф кăларнă çĕрте ĕçленĕ. 1948 çулхи май уйăхĕнче «Краснознаменский» чăх-чĕп совхозне чăх-чĕп пăхакан пулса вырнаçнă, мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен унта вăй хунă.

Ĕç ветеранне «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çç Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн», «Пĕтĕм союзри ял хуçалăх выставкине хутшăннăшăн» медальсемпе тата Пĕтĕм союзри ял хуçалăх выставкин «Социализмла ял хуçалăхĕнче çитĕнÿсем тунăшăн» Пысăк кĕмĕл медальпе наградăланă.

Мăшăрĕпе пĕрле икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Халĕ Елена Фроловнăн виçĕ мăнук та пилĕк кĕçĕн мăнук. Вăрăм ĕмĕрлĕ çынна ачисем пулăшаççĕ, тимлĕх уйăраççĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: